Кӗркунне пысӑк экран ҫине «Юхха» фильм кӑларма ӗмӗтленеҫҫӗ. Тӗрӗссипе, ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче унӑн хаклавӗ иртнӗ. Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Хавал» уйлӑхне пуҫтарӑннисем те ӑна курма ӗлкӗрнӗ.
Фильма Владимир Карсаков режиссёр ӳкернӗ. «Иоаким Максимов-Кошкинский хыҫҫӑн ку яхӑнччен чӑвашсен пӗр фильмӗ те ҫав шая ҫӗкленмен, — тесе хыпарлать ку пулӑм пирки Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ.
Фильмӑн тӗп шухӑшне уҫса пама васкар мар. Ӑна чӑн пурнӑҫран илнӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Эпизодсене Шупашкар, Элӗк, Ҫӗмӗрле районӗсенче ӳкернӗ.
«Хуйхӑрсан та — юрӑпа, савӑнсан та — ташӑпа», — ҫак сӑмахсене ват кинемейсенчен пӗр хутчен мар илтнӗччӗ. Чӑвашсен мӗн авалтанпа юрӑ шӑрантарас, ташӑ ҫапас йӑла ҫирӗпленнӗ. Пирӗн, хальхи ӗмӗрен ҫыннисен вара ҫак халӑх юрӑ-ташшисене, йӑли-йӗркисене манӑҫмалла мар, мӗншӗн тесен вӗсем халӑх культурине палӑртаҫҫӗ.
Ҫак кунсенче «Истоки Цивиля» (чӑв. «Ҫавал ҫӑлкуҫӗ») регионсем хушшинчи туслӑх фестивалӗ Чӑваш Енри чи кӑсӑклӑ коллективсене пуҫтарнӑ. Фестивальӗн тӗп тӗллевӗ — халӑх йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратасси тата юрӑ-ташӑ ушкӑнӗсем хушшинчи пултаруллӑх ҫыхӑнӑвне йӗркелесси. Иртнӗ кану кунӗсенче Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасси ҫывӑхӗнчи улӑха Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрлӗ, Вӑрнар, Элӗк тата Ҫӗрпӳ районӗсен фольклор ушкӑнӗсем пухӑннӑ.
Ку ҫулччен фестиваль икӗ хутчен Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкасси ялӗнче иртнӗ, ара унта Мӑн Ҫавал юханшывӗ пуҫланать-ҫке.
Сиссе те юлаймарӑмӑр — ҫуллахи кунсен юлашки уйӑхне те ҫитсе килтемӗр. Шӑпӑрлансем кану кунӗсемпе хаваспах киленеҫҫӗ-ха. Шкулсенче вара ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ валли хӗмленсе хатӗрленеҫҫӗ.
Элӗк районӗн пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 13 учрежденийӗнче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче 165 пӗрремӗш класс ачи вӗренме тытӑнать. 2013–2014 вӗренӳ ҫулӗнче районти шкулсен партӑ хушшине пурӗ 1 973 вӗренекен ларать, ҫав шутра 1–4 класс ачисем — 682. Утӑн 18-мӗш тӗлнелле районӑн вӗренӳ учрежденийӗсенче нумай ӗҫ тунӑ. Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнчи пекех пӗрремӗш классем ҫӗнӗ стандартпа вӗренме тытӑнаҫҫӗ. Шкулсенчи вулавӑшсем те ҫӗнӗ шкул кӗникесемпе пуянланнӑ.
Пӗтӗмӗшле пӗлӗве модернезацилес тӗллевпе йышӑннӑ ятарлӑ программӑпа килешӳллӗн Элӗк районӗн шкулӗсем шкул кӗнекисене 878 пин тенкӗллӗх туянма палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне Мӑн Ямашри, Тавӑтри, Утаркассинчи тата Тенинчи вӑтам шкулсенче вӗренӳ ҫулӗ валли сӗтӗл-пукан туяннӑ.
Нумай ачаллӑ ҫемьесене пӳрт лартма, хушма хуҫалӑха аталантарма е дача валли усӑ курма ҫӗр панине пӗлетпӗр ӗнтӗ. Чӑваш Енре паян ҫак ӗҫ малалла пырать.
Ҫак уйӑхӑн ҫурри тӗлне ҫӗр лаптӑкӗ илес текен 3 370 ҫемье черете тӑнӑ. Ун пеккисем пысӑк хуласенче уйрӑмах йышлӑ. Сӑмахран, Шупашкарта 1 209 ҫын черете тӑнӑ. Ҫак уйӑхӑн ҫурри тӗлне илсен, ҫӗрлӗ пулас текенсенчен 1 284-шӗн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ. Улатӑр, Элӗк тата Канаш районӗсенче ҫӗр илме ирӗк тата кӑмӑл пур ҫемьесене кашнинех валеҫсе тухнӑ. Ыйтӑва Куславкка, Комсомольски, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле тата Етӗрне район территорийӗсенче те татса пыраҫҫӗ иккен. Ҫав вӑхӑтрах Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Шупашкар тата Канаш хулисенче ку енпе йывӑртарах. Кунта, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, тӗп йывӑрлӑх — ҫӗр ҫитменнинче.
Уйӑх пуҫламӑшӗнче Элӗк районӗнчи Эренар ялӗнче пурӑнакан Ольга Антиповна Антипова 95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ.
Юбиляра район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Лидия Никитина саламларӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ янӑ саламлӑ ҫырӑва вуласа пачӗ, пурнӑҫра ырлӑх-сывлӑх, ҫемьере килӗшӳ, ӑнӑҫу сунчӗ. О. Антиповӑна социаллӑ хӳтлӗх пайӗн эксперчӗ Фаина Трофимовӑпа Тени ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Галина Мурзакова саламларӗҫ.
Ольга Антиповна 1918 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗнче Эренар ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван шкулта 4 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн хуҫалӑхра тӑрӑшнӑ. 1938 ҫулта ял каччипе П. Тарасовпа ҫемье ҫавӑрнӑ, хӗр ҫуратса ура ҫине тӑратнӑ. Ольга Антиповнӑн мӑшӑрне 1938 ҫулта салтака илнӗ. Хӗрарӑм тӗпренчӗкне пӗчченех ӳстернӗ. П. Тарасов вӑрҫӑра нимӗҫсен аллине лекнӗ, хыпарсӑр ҫухалнӑ. О. Антипова мӗн-пур йывӑрлӑха чӑтса ачине вӗрентсе кӑларассишӗн, ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнтарассишӗн ял хуҫалӑхӗнче вӑй хунӑ, О. Антипова — тыл ӗҫченӗ.
Халӗ Ольга Антиповна хӗрӗпе пурӑнать. Унӑн 4 мӑнук, 11 кӗҫӗн мӑнук тата 2 кӗҫӗн мӑнукӗ ачисем. О. Антипова мӑнукӗсемпе савӑнса пурӑнать, иртнине те манмасть.
Ӗнер, утӑн 9-мӗшӗнче, республикӑра 4 ҫӗрте пушар тухнӑ. Аслатие пула Красноармейски районӗнчи Вӑрманкас ялӗнче 36 ҫулхи кил хуҫин сарайӗ хыпса илнӗ. Инкек кӑнтӑрла аслатиллӗ ҫумӑр вӑхӑтӗнче тухнӑ. Хыпса илнӗ сарайран ҫулӑм самантрах ытти кил таврашӗнчи ҫурт-йӗрсем ҫине куҫнӑ. Вутпа кӗрешекенсем пырса ҫитнӗ-ҫитмен пушара ҫулӑма кӳршӗри кил-ҫуртсем ҫине куҫма паман. Анчах та пурпӗрех кил хуҫин 50 пин тенкӗлӗх шырлӑх курма лекнӗ.
Тепӗр инкекӗ ҫак кунхинех 13:30 сехетсем тӗлнелле тухнӑ. Улатӑрти Пролетари урамӗнче 66 ҫулхи хӗрарӑмӑн уйрӑм кил ҫурчӗ хыпса илнӗ. Пушар кил хуҫине 200 пин тенкӗлех шырлӑх кӳнӗ. Ҫулӑм айӗнче кил-ҫурт тӑрри, кил-хуҫалӑх ҫурт-йӗресене, пурлӑх пӗтнӗ. Пушар тухнӑ сӑлтавне паянхи куна тӗпчесе пӗлмен-ха.
Ҫак кунхине каҫ-кӳлӗм еннелле Элӗк районӗнчи Шоркасы ялӗнчи сарай ҫунма пуҫланӑ. Сӑлтавӗ вара — кил-хуҫӑлӑхра усӑ курмалли техникӑпа асӑрхануллӑ пулманнинче. 62 ҫулхи кил хуҫи ҫурт-йӗр ҫумӗнче лупасая ӑсталанӑ чухне болгаркӑн хӗмӗ утӑ купине лекнӗ, ун хыҫҫӑн сарай та тивсе илнӗ. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем пушара сехетрен ҫеҫ сӳнтерме пултарнӑ — сарай тӑрри тӗпипех ҫунса кайнӑ, кӳршӗ ампар хӳми юрӑхсӑрланнӑ.
Элӗк районӗнчи социаллӑ хӳтлӗх пайӗ кӑҫал амӑшӗн капиталне илмешкӗн 37 сертификат документне йышӑннӑ. Вӗсенчен 25-шӗ — виҫӗ ача ҫуратнӑшӑн, 7-шӗ — тӑватӑ пепкене ҫут тӗнче парнеленӗшӗн, тепӗр виҫҫӗшӗ — пиллӗкмӗш шӑпӑрланшӑн. Ултӑ ача ҫуратнӑ амӑшӗсем те пур, вӗсем — иккӗн. Кусем те сертификатсене тивӗҫнӗ. Ҫемье капиталӗпе усӑ курмалли свидетельство усрава илнӗ ачасене те пулӑшать. Чӑваш Ен паракан ҫак укҫа-тенкӗпе ҫурт-йӗр лартма, хваттер туянма, ачасене вӗрентме майсем пур. Сертификат укҫи — 100 пин тенкӗ. Ҫак капиталпа кӑҫалхи ҫур ҫулта 81 ҫемье усӑ курнӑ.
Элӗк район администрацийӗ халӑх тӳре-шара, тепӗр майлӑ каласан, хӑйсем патне, епле ыйтупа ытларах пынине тишкернӗ. Кӑҫалхи ҫур ҫулта унти администрацине уйрӑм ҫынсенчен 181 ҫыру ҫитнӗ. Вӗсен шутне сӑмахпа пулӑшу ыйтнӑ 17 тӗслӗхе те кӗртнӗ. Йышпа пухӑнса шӑрҫалакансем те пулнӑ. Ун пекки — 1 тӗслӗх. Цифрӑсене пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхӗсенчипе танлаштарнӑ та вӗсен шучӗ 1,16 хут ӳснине асӑрханӑ.
Теприсем республика шайӗнчи пуҫлӑхсенчен пулӑшу ыйтнӑ иккен. Асӑннӑ 181 тӗслӗхрен 9-шне Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗнчен ярса панӑ. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ патне ҫул такӑрлатакан та пулнӑ: Руслан Тихоновӑн йышӑну пӳлӗмӗнчен района 1 ыйту ярса панӑ. Пӗр ҫын «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин общество йышӑнӑвӗн пӳлӗмне ӳркенмесӗрех ҫитсе килнӗ. Ыйтӑва вырӑнта татмаллине кура ҫыру район администрацине ҫитсе выртнӑ. Тата хастартараххисем, пурӗ 3 ҫын, РФ Президенчӗн Администрацийӗн ҫынсен тата организацисен ҫырӑвӗсемпе ӗҫлекен Управленинех ҫыру ҫитернӗ.
Ҫырусен тӗп пайӗ — 151 тӗслӗх — ҫӗр ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ. Тӳре-шараран пулӑшу ыйтас хастарлӑхпа вара Элӗк, Крымсарайкӑ, Ехремкасси ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансем палӑрнӑ.
Кӑҫал Элӗк районӗн шкулӗсенче пӗтӗмпе 157 ача шкул хӳттинчен тухса аслӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма хатӗрленет. Районти шкулсенче кӑларӑм каҫӗсем ирттерме палӑртнӑ. Унта вунпӗрмӗш класс пӗтерекенсене тӑван шкул вӗренекенӗсем, ашшӗ-амӑшӗсем ӑшӑ салам сӑмахӗсемпе хавхалантарӗҫ.
Пӗтӗмпе районта шкул пӗтерекенсенчен ылтӑнпа кӗмӗл медале 6 ача тивӗҫнӗ.
Ылтӑн медальпе вӗренсе тухакансем — Элӗкри вӑтам шкул ачисем: Алена Алексеева, Алена Васильева, Инна Егорова, Максим Степанов. Ҫав шкултах кӗмӗл медале Надежда Павловӑпа Вероника Александрова тивӗҫнӗ. Эпир вӗсене саламлатпӑр, малашнели ҫула тӗрӗс суйласа илме сунатпӑр!
Чӑваш Енӗн Информаци политики it.cap.ru текен ҫӗнӗ портал ӗҫлеттерсе янӑ. Вӑл ятарласа тӳре-шара валли шухӑшласа кӑларнӑскер. Унта тытӑмпа ҫыхӑннӑ саккунсемпе, тӗрлӗ информаципе паллашма пулать. Портал пулӑшнипе тӗрлӗ шайри пуҫлӑхсем хӑйсене кирлӗ документсене пӗр-пӗринчен ыйтса илейӗҫ. Ҫӗнӗ сайтра чӑваш чӗлхи валли вырӑн тупӑнманни ҫеҫ пӑшӑрхантарать — чӑвашла тума майӗсем те пур ӗнтӗ, саккунӗпе те пирӗн икӗ патшалӑх чӗлхи. Ҫак хисеплемеҫҫӗ тӳре-шарасем чӑвашсен чӗлхине.
Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра ведомствӑсем хушшинче электронлӑ майпа ӗҫ тӑвакан 15 влаҫ органӗ, 26 муниципалитет, 291 ял тӑрӑхӗ ҫыхӑну тытать. Асӑннӑ тытӑм урлӑ халӗ республикӑра ведомствӑсем хушшинче 2 пин ытла, федерацин влаҫ органӗсем 5 пин ытла запрос янӑ иккен.
Иртнӗ уйӑхра порталпа Шупашкар, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Ҫӗрпӳ районӗсен, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисен администрацийӗсем, ЧР Тариф енӗпе ӗҫлекен тытӑм, Сывлӑх сыхлав, Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсем министерствисем порталпа уйрӑмах хастар усӑ курнӑ иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |